Ӗнер каҫхи 8 сехетре Красноармейски ялӗнче лавккари холодильникпе морозильник ҫуннӑ. Вӗсенче тинӗс ҫимӗҫӗсем пулнӑ.
Ҫимӗҫсем йӑлтах ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна та сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушар вӑхӑтӗнче никам та шар курман, аманман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра кӑҫал 946 пушар пулнӑ. Вӗсенче 57 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 43 ҫын суранланнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев шӑматкун Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗнче пулнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ертӳҫисене халӑха кӑшӑлвирусран прививка тӑвас ӗҫе начар йӗркеленӗшӗн сӑмах лекнӗ.
Юлашки кунсенче пирӗн республикӑра талӑксерен 8 пин ҫын прививка тутарасшӑн иккен. Унччен ҫак цифра 4 пинпе танлашнӑ. Ҫавна май медицина учрежденийӗсенче черет вӑрӑмланнӑ. Апла пулсан ӗҫе ҫӗнӗ лару-тӑрӑва кура йӗркелеме тивет.
Паянхи куна илсен Ҫӗмӗрлере кунсерен 350 ытла ҫынна вакцинацилеме пулать, анчах чи хӗрӳ вӑхӑтра та кунсерен 160 ҫын ҫеҫ прививка тутарнӑ.
Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, халӑхпа ытларах ӗҫлемелле, кӑшӑлвирусран епле хӳтӗленмелли ҫинчен ытларах каласа кӑтартмалла. Ҫӗмӗрлере е ытти муниципалитетра вакцинаци валли хушма бригада кирлӗ пулсан унта ытти ҫӗртисене яма пулать тесе палӑртса хӑварнӑ Олег Николаев.
Канаш хулинче, Красноармейски тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче вакцинаци витӗр халӑхӑн 40 ытла проценчӗ тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр хулисенче, Вӑрмар, Тӑвай, Элӗк тата Улатӑр районӗсенче прививка тутарнисен хисепӗ 30 процентран сахалрах.
Ылтӑн алӑллӑ та илеме туйма пӗлекен ҫынсем нимрен илем ӑсталама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттурсем Красноармейски районӗнчи Малти Карӑкра пурӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ ял ҫывӑхӗнчи хире пӗрисем ҫамрӑк ҫемье, хӗрлӗ парӑс тата ытти тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарнӑ.
Ҫамрӑк ҫемье чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ. Вӗсен ачи ҫӑпатапа ларать.
Илеме асӑрханисем сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» пабликра вырнаҫтарнӑ. Сӑнӳкерчӗксен авторӗ — Инна Ильина.
Илемлӗ кӳлепесене кам ӑсталанине пабликра палӑртман.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ йӗркеленипе Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) ҫыравҫӑ-журналистӑн хӑй ҫуралса ӳснӗ тата пурӑннӑ ҫурчӗ ҫинче Асӑну хӑмине уҫрӗҫ. Ӗҫ-хӗле писателӗн тӑванӗсем, ял ҫыннисем тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем хутшӑнчӗҫ. Асӑну каҫне пӗрлӗх ертӳҫи Иван Афанасьев ҫыравҫӑ-композитор уҫрӗ, сӑмах каларӗ. Ун хыҫҫӑн пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, район энциклопедийӗн тӗп редакторӗ Виталий Михайлов-Чунтупай ҫыравҫӑн чӑваш литературӑри тӳпи ҫинчен каларӗ. Виктор Данилов журналист-ветеран вара Ӑсан Уҫӑпӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулни ҫинчен ҫирӗплетрӗ. Тӑванӗсенчен ҫыравҫӑн аслӑ хӗрӗ Ирина тухса калаҫрӗ, ашшӗн ҫынлӑх туйӑмӗ пысӑк пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Асӑну хӑмине ҫыравҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Александр Алексеев уҫрӗ. Вӑлах ашшӗн ку таранччен пичетленнӗ кӗнекисене асӑнмалӑх пурне те валеҫсе пачӗ. Юлашкинчен ӗҫ-хӗле Николай Яковлев юрӑҫӑ илемлетрӗ. Вӑл пухӑннисене чӑваш халӑх тата тӗрлӗ композиторсен юррисемпе савӑнтарчӗ.
Ҫӗмӗрлепе Красноармейски районӗсенче депутатсен пухӑвӗсене вӑхӑт ҫитичченех салатса ярӗҫ. Ҫакӑ ҫав районсенче муниципалитет округӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ.
Кӗркунне парламент суйлавне ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗмӗрлесемпе красноармейскисем район тата ял тӑрӑхсен шайӗсенчи депутатсен пухӑвӗсене салатса ярӗҫ. Кун пирки «REGNUM» информаци агентстви Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пӗлтернине кура хыпарланӑ.
«Парламент суйлавӗ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрлепе Красноармейски районӗсенче муниципалитет округӗн депутачӗсем ҫеҫ юлӗҫ. Красноармейски районӗнче 15 депутат пулӗ, Ҫӗмӗрле районӗнче — 17», – пӑнлантарса панӑ Александр Цветков.
Чӑваш Енре чылай вӑхӑт шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ӗнер тинех ҫумӑр ҫуса савӑнтарчӗ. Ҫапла, ҫумӑр ҫуни савӑнтарнипе пӗрлех теприсене ӗнерхи ҫанталӑк шар та кӑтартнӑ.
Канаш районӗнчи хӑш-пӗр ялта, сӑмахран, ҫурт-йӗр ҫивиттийӗсене илсе пӑрахнӑ. Тепӗр тӑрӑхсенче теплицӑсене ҫил ҫавӑрттарса кайнӑ. Кун пек пӑтӑрмах, тӗслӗхрен, Красноармейски районӗнчи Кушкӑра пулса иртнӗ.
Шупашкарти, Кӳкеҫри хӑш-пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртсем тата уйрӑм ҫын ҫурчӗсем ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗҫ. Анчах, Турра шӗкӗр, чылайлӑха мар. Аслатиллӗ ҫумӑр ытлашши пысӑк кӑлтӑках илсе килмен. Яваплӑ тытӑмсем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме пултарчӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинче халӑх художество пултарулӑхӗн республикӑри VII уҫӑ фестивалӗ пулса иртнӗ. «Ункӑ шевлисем» ят панӑ мероприятие асӑннӑ юханшыв ҫывӑхӗнчи территорисенче пурӑнакансем пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар, Муркаш, Красноармейски тата Ҫӗрпӳ районӗсем пуҫтарӑннӑ.
Фестиваль пуҫланас умӗ Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов сӑмах каланӑ. Парламентари Филипп Лукин ячӗллӗ музея картина парнеленӗ.
Чӑваш Енри районсемпе хуласене Элтепер гранчӗпе хавхалантарӗҫ. 2020 ҫул кӑтартӑвӗпе ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене палӑртнӑ.
Районсенчен Ҫӗрпӳ районӗ 1-мӗш вырӑна тухнӑ, ӑна 12 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ; иккӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗ, вӑл 10,5 миллион тенке тивӗҫӗ; виҫҫӗмӗшӗнче — Муркаш районӗ, ӑна 9 миллион тенкӗ лекӗ; тӑваттӑмӑшӗнче — Красноармейски районӗ, ӑна 6,0 миллион тенкӗ пама пӑхса хӑварнӑ.
Хуласенчен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара 12,5 миллион тенкӗ лекӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене инвестици калӑпӑшне, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ ҫемьесен йышне, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсен шутне т.ыт.те кура палӑртнӑ.
Грантпа социаллӑ ыйтусене татса панӑ чухне, инженери тата транспорт инфраструктурине лайӑхлатма усӑ курма ирӗк пур.
Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче пӗр ҫемье муначӑр тата ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫисем килте пулман.
Пушар ӗнер ҫӗрле пулнӑ. Малтан мунча ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫулӑм темиҫе метрта ларакан пӳрт ҫине куҫнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Анчах, шел те, ҫурта сыхласа хӑварайман. Ҫулӑма виҫӗ машина сӳнтернӗ.
Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, кил хуҫисем мунча кӗнӗ те килтен кайнӑ. Пӗр хӗр ҫӑра тӗтӗм тухнине курсан пушарнӑйсене чӗннӗ.
Красноармейски районӗ муниципалитет округӗ пулӗ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗ те ҫавнашкалах статуса йышӑнӗ.
Ҫак икӗ района сӑнав проектне кӗртнӗ. Малашне ыттисенче те ҫавнашкал округ туса хурасшӑн. Ҫапла йышӑннӑ ЧР Патшалӑх Канашӗ ларура.
Ҫӗмӗрле районне 11 ял тӑрӑхӗ кӗрет. Вӗсене юридици сӑпачӗ пек пӗтерӗҫ те полномочисем район ҫине тиенӗҫ. Ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗсенчи депутатсем пулмӗҫ, районтисем ҫеҫ юлӗҫ.
Сӑмах май, Красноармейски районӗ муниципалитет округӗ тӑвас ыйтупа хӑй тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.